Анăç Австрали
From Wikipedia, the free encyclopedia
Анăç Австрали (акăл. Western Australia; аббревиатура WA) — Австрали штачӗсенчен чи пысӑкки, континентӑн ҫӗрӗсен виҫҫӗмӗш пайне йышӑнать. Халӑхӗ — 2 239 170 ҫын (ҫӗршывӑн ытти штачӗсенчен 4-мӗш вырӑн; 2011 ҫ.). Чи пысӑк тата тӗп хули — Перт. Тӗп тинӗс порчӗ - Фримантл. Ытти хуласем — Мандура, Банбери, Калгурли, Албани. Анăç Австрали — пысӑкӑшӗпе тӗнчипе иккӗмӗш вырӑнти ҫӗрсен административлӑ пайӗ.
Девиз: «Cygnis Insignis» («Акӑш паллипе пыраканӗ»). Официаллӑ чӗнни — «Уй-хир чечекӗн штачӗ».