Азади башни
From Wikipedia, the free encyclopedia
Азади башни (Ирӗклӗх башни) (перс. برج آزادی / Borj-e Āzādi), малтанхи ячӗ Шахяд башни (Шахсен Асӑмӗ) (перс. برج شهیاد / Borj-e Šahyād) — Иран тӗп хулин анӑҫ пайӗнче, Азади тӳремӗнче вырнаҫнӑ Тегеранӑн тӗп символӗ.
Азади башни | |
---|---|
перс. برج آزادی[1] | |
Патшалӑх | |
Административлӑ-территориллӗ пай | Тегеран[2][1] |
Вырнаҫнӑ урам | Площадь Азади[d][1] |
Вырнаҫӑвӗ | |
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш | 1183 метр |
Объекта ӑсталама ыйтаканӗ | Мохаммед Реза Пехлеви[d][1] |
Асӑнса тунӑ | Перси империйӗ 2500 ҫула ҫитни[d] |
Материалсем | бетон[d][1] и гранит[d][1] |
Архитеркторӗ | Hossein Amanat[d][1] |
Архитектура стилӗ | Пехлеви архитектури[d][1] |
Официаллӑ уҫнӑ | 1971 çулхи юпа, 16-мĕшĕ[1] |
Эткерлӗх тӑрӑмӗ | Иранское национальное наследие[d][3][1] |
Тӑршшӗ |
|
Ҫӳллӗшӗ | 45 метр[1] |
Кӑтартмӑшсем | خ آزادی، میدان آزادی[3][1] |
Курма пулать | Тегеран и Эльбурс[d] |
Элемент интерьерӗн Викиампарти категорийӗ | Category:Interior of Azadi Tower[d] |
Медиафайлы на Викиампар |
Башньӑна час-часах, вӑл хулана анӑҫ енчен килекен ҫул ҫинчен вырнаҫнӑран, «Тегеран хапхи» теҫҫӗ. Тегерана Мехрабад тӗнче аэропорчӗ урлӑ (Тегеранӑн аэропорчӗсене илес пулсан пӗлтерӗшпе вӑл Имам Хомейни ячӗллӗ тӗнче аэропорчӗ хыҫҫӑн иккӗмӗш вырӑнта тӑрать) ҫитнӗ ҫынсем куракан чи пӗрремӗш объект та — Азади башни. Башньӑпа тата унти тӳремпе ҫуммӑн ҫавӑн пекех Тегеранпа Ираншӑн пӗлтерӗшлӗ транспорт ҫулӗсем иртеҫҫӗ, сӑмахран, Саиди автостради, Кереджа каякан автомагистраль, Мухаммад Али Джинна автомагистралӗ, Тегеранӑн чи пысӑк та вӑрӑм урамӗсенчен пӗри, Азади проспекчӗ те, кунтах пуҫланать.