Çурçĕр тинĕс çулĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Çурçĕр тинĕс çулĕ, Çурçĕр тинĕс коридо́рĕ — Раççей европа пайĕпе Инçет Тухăçа çыхăнтаракан чи кĕске тинĕс çулĕ; Раççейĕн Арктикăри РФ саккунĕсемпе килĕшӳллĕ «тахçанах пулса кайнă пĕрлĕ наци транспорт коммуникацийĕ».
Çурçĕр Пăрлă океан (Кар, Лаптевсен, Тухăç-Çĕпĕр, Чукот) тата кăштах Лăпкă океанăн (Беринг) тинĕсĕпе пырать. Администраци енĕпе ÇТÇ çĕнĕçĕр Желания сăмсахĕнчен çурçĕрелле, тухăç енче Беринг тинĕс пырĕн 66° с. ш. параллелĕпе тата 168°58′37″ з. д. меридианĕпе тинĕс пырĕсен анăç кĕрĕмĕсемпе тата меридианпа чаракланать[1] Çурçĕр тинĕс çулĕн тăршшĕ, Кар Хапхинчен Умкурăм бухтине çити — 5600 км. Санкт-Петербургран Владивостока çити Çурçĕр тинĕс çулĕпе 14 пин км ытларах (Суэц каналĕпе — 23 тыс. км ытла).
Çурçĕр тинĕс çулĕ Арктика порчĕсене тата Çĕпĕр юханшывĕсене çыхăнтарать (çунавчăк, хатĕр-хĕтĕр, апат-çимĕç илсе пыраççĕ; вăрмана, çутçанталăк çĕрай туприне илсе тухаççĕ).