Çулла
From Wikipedia, the free encyclopedia
Çулла (çавăн пеке çу) — çулталăкăн тăватă тапхăрĕсенчен пĕри, çуркуннепе кĕркунне хушшинче пулать: çурçĕр çĕр чăмăрĕнче — çĕртме, утă тата çурла, кăнтăр çĕр чăмăрĕнче — раштав, кăрлач тата нарăс уйăхĕсем.
Çулла çанталăк шăрăх, талăкĕнче кун вăрăм, каçĕ кĕске.
Экваторпа тропик климатĕнче типĕ тата нӳрĕк тапхăрсене уйăраççĕ.
Европăри хăш çĕршывсенче çу тапхăрĕ çĕртмен 21-мĕшĕнче (тĕслĕхрен Португалире) пуçланать.