Çăлтăр
From Wikipedia, the free encyclopedia
Çăлтăр — тӳпери ĕскер, хăйĕнчен тухакан çутăпа çутатаканскер. Ытти ĕскерсенчен килсе хăйĕн çинчен сулăннă çутăпа йăлтăртатакан тÿпери ĕскерсене çăлтăр темеççĕ.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Çăлтăр (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Чи ҫывăх çăлтăр — Хĕвел. Ытти çăлтăрсем те çавнашкал объектсемех, анчах та, Çĕртен аякра пулнипе, каçхи тӳпере çутă пăнчă пек çеç курăнаççĕ. Кăнтăрла вара çăлтăрсен çутине Хĕвел ялкăшăвĕ хупласа хурать.